Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӗ-З (ЧЧҪС, I том)

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


Ӗ

ӖМӖТСӖРЛЕН, п.с. Выҫӑх, непӗслен, ҫӑтӑх, ҫӑткӑнлан, хыпкӑнлан. Тӑшман вӑйлӑ, тӗнчене хыпса-ҫӑтса яма ӗмӗт-сӗрленсе, ... тахҫанах хатӗрленсе тӑнӑ. А.Алга, 1955, 59 с. Ытлашши ӗмӗтсӗр ан пул, ӗмӗтсӗрленмен-тӗкшутласа илнӗ пулӑттӑн. Юхма М. //К-н, 1961, 17 /, 6 с. «Ҫук, каллех ӗмӗтсӗрленмелле», — ятлаҫса илчӗ Ҫумкка, те шурӑ путекшӗн ҫеҫ каларӗ ҫак сӑмахсене... Ю.Силэм, 1989, 48 с. Ҫинӗ чухне ан васкӑр, апата лайӑх чӑмласа вӗтетӗр, ан ӗмӗтсӗрленӗр. ХС, 1999, 24 /, 4 с.
ӖМӖТҪӖ, п.с. Ӗмӗтленме юратакан, ӗмӗтпе хавхаланакан ҫын; романтик. Тамара хӑш чухне хӑй маниловла ӗмӗтҫе тухасран та шикленнӗ. Ю.Скворцов, 1962, 20 с. «Ӗмӗтҫӗ» сӑмах ӗмӗтленекен ҫынна пӗлтерет тесе чухласа илетпӗр. ХП, 1988, 8 /, 23 с. Милици майорӗ О.Коновалов ыррине ҫеҫ куракан ӗмӗтҫӗ пулнӑ. Ар, 2001, 51 /, 1 с.
ӖМПӲ, ч.с., ҫ.п. Патшалӑх ертӳҫи, ҫулпуҫ. Пире «ҫутӑ пуласлӑхпа» астаракансем темиҫе ӗмпӳ те пулчӗҫ ӗнтӗ. В.Эктел //Я-в, 1990, 5 /, 28 с. Ав, ӗмпӳ-политик чанӗ ҫапрӗ ҫӗнӗ кӗвӗпе. Н.Ишентей, 1997, 4 с. Чӑваш ӗмпӗвӗсемпе чӑваш усламҫисем те паянхи кунпа ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ-тӗр. ҪХ, 1999, 9 /, 12 с.
ӖНЕНТЕРӲ, ҫ.п. Чӑнлӑха ӗнентерекен, ҫирӗплетекен факт. Ку санӑн сисӗм, интуици кӑна мар-и. Анчах туйӑма ҫеҫ папкӑна ҫӗлесе хураймӑн, ӗнентерӳсем кирлӗ. Г. Ангер, 1988, 32 с. Енчен те... айӑпа кӑтартса паракан ӗнентерӳсем пур-тӑк, вӗсене суда кайса парӑр. ҪХ, 1999, 3 /, 8 с.
ӖРӖХТЕРӲ, ҫ.с. Вӗҫнӗ пек чупни, ҫил пек ыткӑнни, ҫиҫтерсе пыни; вирхӗнӳ, ыткӑну. Ҫак тӗлли-паллисӗр ӗрӗхтерӳрен айккинче юлас тесен мӗн тумалла. ... Ӑҫта тата мӗншӗн чупнине те пӗлместӗн. ҪХ, 1998, 44 /, 8 с.
ӖСӖКЛЕВ е ӖСӖКЛӲ, п.с. Йӗрӳ-макӑру, йӗрлешӳ, макӑ-рашу, ӳлешӳ, хӳхлев. Эс ик куҫна шӑлаттӑн, шӑп-шӑпӑрт сывлӑшра чӗтретчӗ ӗсӗклев. П.Хусанкай, 1962 (Лирика), 190 с. «Таврӑнтӑрччӗ кӑна...»ӗсӗклевне чараймарӗ Раис. Д.Гордеев, 1985, 21 с. Хӳшӗ ӑшӗнче ӗсӗклев, йынӑшу. В.Эктел, 1996, 45 с. Танл., А ман ӗсӗклӳхамӑр ҫинчен. Х.Агивер, 1984 (Икӗ аркӑллӑ кӗпе), 98 с. Сан кӗввӳнте ман ӗсӗклӳ те пур. Н.Петровский, 1995, 109 с.
— сассен ӗсӗклевӗ (Н.Теветкел, 1966, 74 с.); чӗчӗ ачисен ӗсӗклевӗ (П.Афанасьев,1985, 148 с.); ҫамрӑк хӗрарӑм ӗсӗклевӗ (Я-в, 1991, 7 /, 20 с.); макӑру-ӗсӗклев (Ар, 2002, 20 /, 3 с.).
ӖШТЕЛЕН, п.в. Ӑшталан; тӑрмаш, хыпалан, тӗркӗш. Кунӗпех ҫак хура вучах патӗнче ӗштеленетпӗр. К-н, 1972, 5 /, 9 с. Вӑл ача чухнех ҫак ӗҫре ӗштеленетчӗ, паян кун та бригадирта ав. Ю.Силэм, 1989, 139 с. Ҫамрӑк ҫыравҫӑсене хавхалантарма ӗштеленекенскер ... мана та ют вырӑнне хуман вӑл [А.Воробьев]. Ю.Айдаш //Т-ш, 1998, 9 /, 8 с. Депутата та пулин суйланасшӑнччӗ. Чупрӗ, ӗштеленчӗ. Х-р, 11.08.2000, 1 с.
— ӗштеленсе ҫӳре (К-н, 1979, 4 /, 3 с.; К-н, 1987, 18 /, 7 с.); ӗштеленсе ӳк (Д.Гордеев, 1983, 33 с.; Т-ш, 1992, 34 /, 8 с.).
ӖҪТЕШ, ҫ.с. 1. Ыттисемпе пӗр йышши ӗҫ тӑвакан ҫын; коллега, партнҫр. Ҫак ыйтусене митинг хыҫҫӑн хама та, ӗҫтешсене те, йӑхташсене те паратӑп. П-н, 1990, 2 /,11 с. Милици генерал-майорӗ Е.Салмин хӑйӗн ӗҫтешӗсемпе пӗрле ... Я-в, 1995, 10 /, 85 с. Ҫапла пурӑнатчӗ, ӗҫлетчӗ журналистикӑри ӗҫтешӗмӗр. Т-ш, 1999, 32 /, 2 с. Элӗк район судйи Г.Скворцов вара ку енӗпе ытти ӗҫтешӗсенчен уйрӑларах тӑрать. ХС, 1999, 19 /, 2 с.
2. Сотрудник, работник, ӗҫчен. Пирӗншӗн, кафедра ӗҫтешӗсемшӗн, асран кайми кун. Х-р, 2.10.1998, 22 с. «Мечта» парикмахерски ӗҫтешӗсем таҫти пӗлӗтри шухӑшсене путнӑ пулас. ҪХ, 17.04.1998, 4с.
—ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ (А.Т.-Ыхра, 2000, 7 с.); гуманитари институчӗн ӗҫтешӗсем (АМХ, 2001, 7—8 /, 8 с.).
ӖҪТЕШЛӖХ, ҫ.с. Ӗҫтешсен (1) пӗрлешӗвӗ (коллеги, гильди, предприяти). Н.Ильина модельер-художник ӳнер ӑстисен «Паха тӗрӗ» ӗҫтешлӗхӗнче капӑр тума аталантарассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене хускатрӗ. ХЭ, 1996, 4 с.
— адвокатсен ӗҫтешлӗхӗ (ҪХ, 1998, 32 /, 4 с.).
ӖҪЧЕНҪӖ, п.в. Тӑрӑшуллӑ ҫын (е сӑнар); ӗҫлевҫӗ, ӗҫчен. Пуҫ ҫапма пымашкӑн вӑхӑт ҫук ӗҫченҫӗн. С.Шавлы, 1974, 37 с. Вӑл лайӑх ҫын, канӑҫсӑр ӗҫченҫӗ. А.Медведев, 1983, 199 с. Хӗвелпе танах тӑрса вӑратрӑм ытарми ӗҫченҫӗ уй-хире. В.Пехил, 1986, 16 с. Тӑрмашаҫҫӗ, тӗрмешеҫҫӗ кунсерен ӗҫченҫӗсем. А.Галкин //Т-ш, 1998, 7 /, 5 с.

Ж

ЖИРИНОВЕЦ, ҫ.с. Раҫҫейри либерал-демократсен В.В.Жириновский ертсе пыракан партийӗнче (РЛДП) тӑракан е унӑн интересӗсене хӳтӗлекен ҫын. [Суйлавра] жириновецпа националист 3—5-шер процент пухӗҫ, анпиловецтата сахал-тарах. Х-р, 9.01.1998, 1 с. Кунти [Шупашкарти] жириновецсем хушшинче самай пысӑк ятлӑ-сумлӑ тепӗр ҫын та пур. Вӑл — ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи РЛДП членӗсен ертӳҫи. ҪХ, 1999, 4 /, 2 с. Жириновецсен фантази тени вӑйлӑ ҫав. ҪХ, 1999, 13 /, 3 с. Думӑна лекнӗ ... «жириновецсем» тӳрех ҫӗнтерӳҫӗсем [РФКПпа «Пӗрлӗх»] майлӑ ҫаптарма тытӑнчӗҫ. Х-р, 25.05.2001, 1 с.
ЖУРФАК, ҫ.с. Журналистика факультечӗ. Пултарулӑха кура илеҫҫӗ журфаксене. ТА, 1988, 120 /, 22 с. Журфака 82 ҫын вӗренме кӗресшӗн. ҪХ, 1997, 28 /, 4 с. Президент ячӗпе паракан стипендие илекенсен хушшинче журфак студентки ... те пур. Х-р, 19.10.2001, 1 с. Халӗ журфак виҫӗ кафедрӑран тӑрать. У-ц, 16.11.2001, 6 с.

З

ЗАСТОЙ, ҫ.с. Аталанусӑр тапхӑр (туп.), пӑнтӑх вӑхӑт (туп.). Халӗ те ҫав ҫынсем ... застой вӑхӑтӗнчи йӑла-йӗркесене тепӗр хут чӗртсе яма хӑтланаҫҫӗ. К-н, 1988, 17 /, 2 с. Рынок тени сентресем ҫине «застой» вӑхӑтӗнченех курман паха ҫимӗҫсене те кӑларса хучӗ. Х-р, 15.06.1993, 1 с. «Застой» тесе тиркекен вӑхӑтсенче Чӑваш писателӗсен союзӗ ҫулсерен ... литературӑпа культура эрнине йӗркеленӗ. ЧҪ, 15.03.1996, 2 с.
— застой тапхӑрӗ (ТА, 1988, 10 /, 6 с.); «застой» текен тапхӑр (КЯ, 17.08.1991).
ЗАСЫПУШКА, п.с. Хулари ҫырма-ҫатраллӑ вырӑнта васкавлӑ туса лартнӑ нишлӗ пӳрт-ҫурт. Казаков, ҫӗнӗ хваттере куҫас вырӑнне, ... кивӗ кил вырӑнӗнчех ҫӗнӗ пӳрт туса лартрӗ. Засыпушка тенине. К-н, 1979, 13 /, 2 с. Засыпушкӑсем умӗнчи ҫӳп-ҫапа тасатас пирки пӗрре кӑна мар ... систернӗ. К-н, 1987, 13 /, 3 с. Шупашкарти Путепроводная урамри А.-сен «засыпушки» вара пӗтӗмпех ҫунса кайнӑ. Х-р, 13.02.1996, 1 с. Пӗрин кермен те легковушка, тепринпӗртен-пӗр засыпушка. Х-р, 18.03.1998, 3 с.
— засыпушкӑра пурӑн (ХК, 2000, 3 /, 14 с.; Х-р, 24.10.2000, 2 с.; Ар, 2001, 6 /, 1 с.); «засыпушкӑсен хули» (Х-р, 8.10.1999, 1 с.);
— илемсӗр засыпушкӑсем (Х-р, 13.07.2002, 2 с.).
ЗЕК е ЗЭК, ҫ.с. Тӗрмене лекнӗ, судпа айӑпланнӑ ҫын; тӗрме ҫынни. Колонисемпе следстви изоляторӗсенче тӗн ҫыннисем кӗлӗ ирттереҫҫӗ. Вӗсен сӑмахӗ зэксемшӗн сиплӗ эмел пекех. ҪХ, 18.01.1997, 2 с. Зэксем пек усал сӑмахсемпе перкелешмест вӑл. ҪХ, 1998, 37 /, 8 с. Зексем читлӗхре, пурте пӗлеҫҫӗ, «ҫемьесем» ҫавӑраҫҫӗ — арҫынсенчен хӗрарӑмсем туса хураҫҫӗ. Х-р, 5.10.2000, 3 с. Зексен хушшинче те талантлисем сахал мар. Х-р, 11.04.2001, 1 с.
— политзэк (Х-р, 5.02.1997, 1 с.).
ЗОДИАК, ҫ.с. Хӗвелӗн ҫулталӑкра 12 ҫӑлтӑр ушкӑнӗ витӗр иртекен ҫавра ҫулӗ (вуникӗ паллӑллӑ пӗрлӗх). Ҫу уйӑхӗн 21-мӗ-шӗнчен пуҫласа ... хӗвел Зодиакӑн Йӗкӗрешсем палли тӗлӗнче тытӑнса тӑрать. Х-р, 3.06.1992, 4 с. Зодиак Тигрне алла вӗрентме тӑрӑшакансем. ҪХ, 1998, 1 /. 1 с. Зодиак паллинчи ӑнӑҫсӑр кунсем. ЧХ, 2000, 34 /, 8 с. Зодиак палли тӑрӑх эпӗ Сурӑх, хӗр тусӑмСкорпион. Ар, 2001, 21 /, 3 с.
ЗОРОАСТРИЗМ, п.с. Авалхи ирансен сӑваплӑ вута (вут амана)чыслакан, ырӑпа усал кӗрешӗвне тӗпе хуракан тӗн йӗрки; сартӑш (Заратушра) тӗнӗ. Вӗсен [чӑвашсен] пурнӑҫӗнче ... пуринчен ытла зороастризм витӗмӗ пысӑк пулнӑ. Н.Наумов //Я-в, 1990, 7 /, 26 с. Кунта чӑвашсен авалхи тӗнӗпе пӗрлех зороастризмпа буддизм витӗмӗ те ҫук мар-тӑр. ТА, 1990, 9 /, 66 с. Чӑваш несӗлӗсем иран йӑхӗсем пурӑнакан вырӑна куҫса килсен, киремет тӗнӗ вырӑнти зороастризм ӗненӗвӗн витӗмне лекнӗ. Х-р, 16.08.2000, 4 с. «Тимӗр тылӑра» зороастризм календарӗн йӗрӗсем пур. Я-в, 2000, 4 /, 55 с.
ЗЭК, ҫ.с. Зек туп.


«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-19 22:39:20 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4253 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем